Чӳк уйăхěн 26-мěшěнче Чăваш тěрри кунě иртрĕ.
«Мĕнле пуян чăваш тĕрри, — Унта пин-пин çулсен йĕрри» - çырать Василий Давыдов-Анатри «Чăваш тěрри» сăввинче. Сӑввинче вӑл тӑван халахӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать. Чӑнласах ҫапла: тӗрӗре – аннен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлӗ ҫутӑ ҫăлтӑрсем…
Мĕн авалтанпах чăвашсем тĕрленĕ, илемлĕхе туйма, курма пĕлнĕ. Çавăнпа кил-çурт таврашне тĕрленĕ япаласемпе илемлетнĕ.
Ачасене тĕрĕ-эреш «тĕнчипе» паллаштарас тĕллевпе чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Асамлă чăваш тĕрри» урокĕсем иртрĕҫ. Чăваш чěлхи урокĕсенче ачасем чăваш эрешěсен пěлтерěшěсемпе паллашрĕҫ, хăнăху занятийě чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене уҫса пачĕ. Урок вăхăтĕнче ачасем «Чăвашсен паллă тĕрĕҫисепе» презентацие те курса киленчĕҫ.
Çитĕнсе пыракан ăрăва илемлĕхе туйма, курма вĕрентмелле. Ăна ăсталас ĕçе явăçтарма тăрăшмалла.
Авторĕ: чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Серебрякова Н.В.






















